Шупашкар районӗнче ветеринари правилисемпе нормисене пахӑнманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Районти ветеринари службин ӗҫченӗсем чылай йӗркене пӑснӑ-мӗн.
Ишекре ветеринари участокӗ пур. Анчах вӑл ӑҫта вырнаҫнӑ? «Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци» патшалӑх служби «Ёлочка» ача пахчин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ иккен.
Паллах, ку — ветеринари йӗркисене пӑсни. Кунти ветеринари участокӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа чирлӗ чӗрчунсене регистрацилемелли журнала тытса пымаҫҫӗ. Вакцинаци ирттернине кӑтартакан актра иммунизаци тунӑ йытӑсен хуҫисен адресӗсене те кӑтартман.
Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Паян Шупашкар районӗнче, М7 федераци ҫулӗ ҫинче, Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче, пысӑк инкек пулнӑ. Унта кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. Инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ, саккӑррӑн пульницӑна лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке Skoda автомобиль водителӗ кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Водитель правине нумаях пулмасть илнӗскер ҫула май пыракан MAN грузовика пырса ҫапӑннӑ. Лешӗ вара, йывӑрскер, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Шупашкар–Ҫӗрпӳ» маршрутпа пыракан "Peugeot" пӗчӗк автобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке ҫавӑн пекех «Пежо» тата АвтоВАЗӑн 99-мӗш модельлӗ машини лекнӗ.
Ку инкеке куҫҫульсӗр пӑхма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ ӑна курнисем. ГАЗель хыпса илнӗ хыҫҫӑн виҫӗ пассажир тата водитель чӗрӗллех ҫунса кайнӑ.
Паян кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартнипе ҫул пӑрлакланма пултарнӑ текенсем те пур.
Сӑнсем (13)
Уйрӑм хушма хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакне утӑ уйӑхӗнчен 1-мӗшӗнчен тытӑнса уннӑ пахалӑхне кура тӳлеме тытӑнмалла. Ку шухӑша Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере Шупашкар районӗнче пулнӑ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов та ку шухӑша палӑртнӑ иккен. Район администрацийӗн ларусен залне ветеринарсене, сӗт пухакансене пухсах ҫавӑн пирки ӑнлантарнӑ.
Республикӑра ял хуҫалӑх предприятийӗсем сӗт сутасси ӳссе пырать иккен-ха, анчах уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче ӗне тытакансем чакнӑ май сӗт сутасси те чакать-мӗн. Кунта ҫынсенчен сӗте йӳнӗрехпе туянни те витӗм кӳрет пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӑхран сӗт пахалӑхӗ тивӗҫтерменни пирки те калаҫҫӗ. Пухаканӗсем ҫынсем сӗте шывпа тата ыттипе хушаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ иккен, ҫыннисем вара сӗт пуҫтараканӗсем сахалтарах тӳлессишӗн вӗсем ҫине йӑвантарасшӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
10 кунта пӗрре сӗт пахалӑхне тӗплӗн тӗрӗслесен, 10 кунта пӗр-икӗ хутчен сӗтри ҫу хисепне виҫсен йӗрке пуласса шанаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкар районӗнче халӑхран сӗте 5 организаци пуҫтарать иккен.
«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче шкул ачисемпе литература сехечӗ иртнӗ. Унта Николай Карайӑн «Мучи пӗви» калавне сӳтсе явнӑ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче вулавӑш ӗҫченӗ кӗнеке авторӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Николай Карай — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, педагог. Ачасем Карай мӗне пӗлтернине те чухланӑ. Вӑл Красноармейски районӗнчи ял, унта автор ҫуралнӑ.
Николай Карай Раҫҫей писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Нестер Янкас преми лауреачӗ. Вӑл ачасем валли чылай хайлав ҫырнӑ: «Ураллӑ купӑс», «Туссемпе пӗрле», «Шӑллӑм» тата ыттисем.
Николай Дмитриевичӑн вӗрентсе калакан хайлавӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. «Сана мӗн ӗҫ?», «Мучи пӗви» калавсенче автор экологи темине хускатать. «Ҫакӑнтахчӗ», «Кӑнтӑра вӗҫни» калавсене иронипе ҫырнӑ, вӗсем шухӑша путараҫҫӗ.
Тӗлпулура ачасем вулавӑш ӗҫченӗн ыйтӑвӗсене хаваспах хуравланӑ.
Республикӑра юлашки вӑхӑтра пулса иртнӗ кадр улшӑнӑвӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те хыпарласа тӑнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче те улшӑну пулнӑ. Сӑмахран, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР ШӖМӗн пуҫлӑхӗн ҫумне 52-ри Ольга Кузнецовӑна лартнӑччӗ.
Ӗнертенпе ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пайне урӑх ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа министр ҫумӗ Олег Яковлев паллаштарнӑ. Пуҫлӑх пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Унччен те вӑл шалти ӗҫсен пайнех ертсе пынӑ. Шупашкар районӗнчине. Министр ҫумӗ Олег Яковлев Кириллов пирки «хӑйӗн ӗҫне пӗлекен тата юратакан ҫын» тесе шухӑшлать иккен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пая унччен ертсе пынӑ Григорий Григорьев ҫул ҫитнине кура тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Хӗрарӑмсем алӗҫӗпе ӗлӗкех аппаланма юратнӑ. Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче хӗрарӑмсем кашнинчех алӗҫ тума пухӑнаҫҫӗ.
Ялта «Асамлӑ кружок» ӗҫлет. Вӑл ял хӗрарӑмӗсене савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрет.
Кружокра хӗрарӑмсем модӑпа килӗшсе тӑракан тумсене ҫеҫ ҫыхаҫҫӗ. Вӗсем кил тӗрӗше илемлетмелли япаласене те ҫыхаҫҫӗ. Ҫавсене вӗсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсене, пӗлӗшӗсене парнелеҫҫӗ.
Хӗрарӑмсем ачисем валли те тумтир ҫыхаҫҫӗ. Ку кӑна мар — вӗсем валли теттесем те ҫыхаҫҫӗ.
Кружока ҫӳрекенсем мӗн пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ. Куравсенчен те айккинче юлмаҫҫӗ — Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче иртекен куравсене яланах хутшӑнаҫҫӗ.
Социаллӑ ӗҫченсем ватӑсем епле пурӑннине тухтӑрсемпе пӗрле те тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ведомствӑсем хушшинчи координаци канашӗн Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи участокри социаллӑ служби те ку яваплӑха пурнӑҫлать.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗснее твиӗҫтерекен центрӗн Хыркассинчи вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм заведующийӗ Валентина Сидорова шур халатлисемпе пӗрле Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата пӗччен пурӑнакан ватӑсем патне ҫитсе килнӗ.
Ун чухне яваплисем Хыркасси тата Тренкасси ялӗсенче пурӑнакан 17 ҫын килӗнче пулнӑ. Тухтӑрсемпе шур халатлисем вӑрҫӑ ветеранӗсен кулленхи пурнӑҫ условийӗпе кӑна мар, тыл ӗҫченӗсен, тӑлӑх салтак арӑмӗн, ӗҫ ветеранӗсен, йывӑрлӑха лекнӗ пенсионерсем куна епле кунланипе те кӑсӑкланнӑ.
Валентина Сидорова вара социаллӑ ӗҫченсем епле пулӑшу кӳнине ӑнлантарнӑ. Вӑл социаллӑ пулӑшу кирлӗ ҫынсене те тупса палӑртнӑ.
Сӑнсем (5)
Паян Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Янӑшри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнче кунӗпех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Унта пурӑнакансем малтан пурте пӗрле пулса ӗҫленӗ, кайран сӗтел хушшине пухӑннӑ.
Ӗҫлемелли хал ҫитекеннисене пурне те ҫитнӗ. Пӗрисем кил хушшинчи юра тасатнӑ вӑхӑтра теприсем вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑма капӑрлатнӑ, теприсем апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрмашнӑ. Кайран ватӑсем те, унта пурӑнакансем те уяв кӗрекине ларнӑ. Пӗрле пухӑннин сӑлтавӗ — иртсе кайнӑ Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата ҫывхарса килекен Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ. Уйрӑм ертӳҫи Роза Васильева пурне те саламланӑ: ӗҫтешӗсене те, унта пурӑнакансене те вӑл парнепе савӑнтарнӑ.
Уяв сӗтелӗ хушшинчисем ҫамрӑклӑха аса илнӗ, юрланӑ, унтан-кунтан ыратни пирки манса ташша тухнӑ.
Сӑнсем (4)
Юлашки вӑхӑтра республикӑра урнӑ чир пирки шавлаҫҫӗ. Чылай тӑрӑхра урнӑ тилӗ ҫынна, килти чӗрчунсене тапӑнать. Ҫавна май Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Республикинче нарӑсӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тилӗсемпе кашкӑрсене персе вӗлерме ирӗк пани пирки те пӗлтернӗччӗ.
Ҫак кунсенче Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче чӗрчунсем урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Унти хӑш-пӗр ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑсан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн Етӗрне районӗнчи Тури Пӑрнаш тата Элешкушкӑнь ялӗсенче, Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче, Муркаш районӗнчи Милютакассинче карантин пулнине палӑртнӑ. Ҫакна урнӑ чире пӗтерес тӗллевпе тунӑ. Ҫав вырӑнсенче йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, тискер чӗрчунсене тытма юрамасть.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан Любовь Петрушкина чӑвашсен тумне хӑй хатӗрлет: хушпу, тухья, масмак… Вӑл вырӑнти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи, ҫав вӑхӑтрах вокал кружокне ертсе пырать.
Любовь Петрушкина алӗҫӗпе ӗмӗрӗпех кӑсӑкланнӑ. Малтан чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли тумне вӑл пӗлӗшӗсем ыйтнипе тунӑ. Темиҫе ҫул каялла вара ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вокал ансамблӗн сцена ҫине тухмалла, ӑна валли вара тумсем кирлӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Любовь Петрушкинӑн пултарулӑхӗ кирлӗ пулнӑ та.
Вӑл хатӗрленӗ хушпупа масмаксене ытти ансамбльсем те асӑханӑ. Анчах Любовь Пантелеевна чун киленӗҫне услама ҫавӑрасшӑн мар-ха. Паллах, алӗҫ япали хаклӑ. Анчах вӑл хӑйсем валли ҫеҫ хатӗрлет. Хушпӑва вӑл сутлӑх тумасть. Чӑваш эстрада артисчӗсем килсен ҫеҫ унӑн ӗҫне куҫ хываҫҫӗ те илсе каяҫҫӗ, кӑштах укҫа парса хӑвараҫҫӗ.
Ялта хӗрарӑмсем «Кил ӑшши» кружока эрнере икӗ хут пухӑнаҫҫӗ. Кашниех унта алӗҫӗпе аппаланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |